Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карцев-Починок ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку ҫӗрле пулса иртнӗ.
Ҫак ялта харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Регионти Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерсен 32 ҫулти арҫыннӑн тата 24-ри хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ. Ведомство халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта ҫӗрле виҫӗ харпӑр ҫурт ҫунни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.
Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче паллашнӑ хӗре 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл 560 пин доллар илессе шанса ҫапла хӑтланнӑ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.
52 ҫулти арҫын пӗлтӗр тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫырӑннӑ. Хайхи савни ӑна качча тухма шантарнӑ, ҫакна ҫирӗплетсе вӑл 560 пин доллар упрама ярса панӑ-мӗн.
Пысӑк укҫа арҫыннӑн пуҫне те, чӗрине те ҫавӑрса янӑ. Унччен те пулман – укҫана илсе ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухнине пӗлтернӗ. Авланма хатӗрленнӗ арҫын ним шухӑшламасӑр 1,7 млн тенкӗ кредит илнӗ, юпа-чӳк уйӑхӗсенче тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл долларсем килессе кӗтнӗ. Анчах укҫа ҫитеймен. полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Чӑваш Енре тӗве ӗрчетесшӗн. Асӑннӑ чӗрчуна Куславкка районӗнче тытӗҫ.
Пирӗн тӑрӑхра ҫук чӗрчунсем пуласси пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Куславкка районӗнче хӑна картишӗ тӑвасшӑн. Вӑл ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта пирӗн тӑрӑхра ҫук чӗрчунсене те тытма палӑртнӑ. Тӗвесемпе страуссен пӗчӗк фермисем пулӗҫ.
Хӑйне евӗр кану вырӑнӗ туристсене илӗртессе шанаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Куславкка районӗнче ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлӗҫ.
Экологи паркӗ ӑҫта пулассине министр уҫӑмлатман.
Ҫарпа истори обществи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ «Строителям безмолвных рубежей» мемориал проекчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
13 проектран чи лайӑххине суйланӑ. Унта Чӑваш Енрен, Ӗренпур, Брянск, Мускав облаҫӗсенчен, Мускавран хутшӑннӑ. Константин Фомин архитекторӑн проекчӗ чи нумай сасӑ пухнӑ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ проекта Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, хута ярӗҫ.
Сӑмах май, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне ӗмӗр асра хӑварас шухӑш ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулнӑ.
Куславкка районӗнчи прокуратура ашшӗ-амӑшне хӳтӗлесе район администрацине ҫырупа тухнӑ тата суда тавӑҫ хатӗрленӗ.Надзор органӗ ачисене апатлантарма тӑкаканнӑшӑн 100 ытла ҫынна бюджетран саплаштарма ыйтать.
Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шкулсенчи нормативлӑ актсенче чылай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Тӗрӗсрех каласан, хутсене йӗркеллӗ хатӗрлеменни палӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхлӑ майпа ачасен хӑш категорине тивӗҫтерессине уҫӑмлатман. Апатшӑн Куславкка район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен компенсаци куҫарса парас йӗркене кирлӗ пек йӗркелемен.
Сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, сусӑр ачасене ӳстерекенсене компенсаци пама пӑхса хӑварнӑ-ха, анчах ҫав енӗпе парӑм 100 ытла ҫемье умӗнче 200 пин тенкӗрен иртнӗ. Парӑма прокуратура суд урлӑ шыраса илесшӗн.
Пӑрачкав районӗнчи ача пахчинче пилӗк ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, воспитательницӑн упӑшки шапаша ҫӳренӗ, унта кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӑл килсен арӑмӗ те чирлесе ӳкнӗ, анчах килте ларман, ӗҫе тухнӑ. Ҫапла 5 ҫын инфекциленнӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 10 шкулти 11 класс дистанци мелӗпе вӗренет, училище-техникумра – 3 ушкӑн. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне вара карантина хупнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра шӑнса кӳтнӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсене патрулировани маршрутне тӗрӗслеме тухнӑ ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Арҫынсем ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем шӑнса кӳтнипе хӑйсем тӗллӗн утайман. Пакунлисем вырӑна васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем вӗсене Шупашкарти наркологи диспансерне илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле вара Куславкка районӗнчи ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «ГАЗель» водительне пулӑшнӑ. Унӑн М-7 ҫул ҫинче кардана ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Пакунлисем ӑна машинӑна юсма пулӑшнӑ. Унтан ӑна автозапавка таран ӑсатса янӑ.
Ҫӗмӗрле районне кайсан Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ стеллӑна курма пулать. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кунашкал стеллӑсем татах пулӗҫ. Чи пысӑк комплекса Куславкка районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче, Етерне районӗнчи Ильина Гора ялӗнче палӑксем лартма палӑртнӑ.
Аса илтерер: Чаваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑр ҫынсене халалланӑ.
Ҫак ҫынсем сноубордпа ярӑнма кайнӑ та чутах юлташӗсӗр тӑрса юлман. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче спортсменсен ушкӑнӗ Куславкка районне, республикӑри чи ҫӳллӗ вырӑна, снобуордпа ярӑнма кайнӑ. Ку вырӑна «кайӑк ҫӳллӗшӗнчен» теҫҫӗ халӑхра.
Ҫамрӑксем ярӑннӑ, савӑннӑ… Анчах кӑштахран чутах пысӑк инкек пулман. Тахӑш самантра пӗр спортсмен ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Унӑн алли ҫеҫ курӑннӑ. Юлташӗсем ун патне чупса пырса ӑна пулӑшнӑ.
Лешӗ юр айӗнче сывлайман та, кӑвакарса кайнӑ. Тусӗсем ӑна чавса кӑларнӑ. Юрать, инкекпе вӗҫленмен. Ҫутҫанталӑкра канма юратакансене асӑрхаттараҫҫӗ: тимлӗ пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |